Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

 

2016 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Ĕç çынни çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци иртет. Акцие йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăвш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ иснтитучĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.

Пĕтĕм чăваш диктантне икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать: хăнăхă мелпе тата радио итлесе.

Традици  мелĕпе çырма кăмăл тăвакансене И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тата Н.В.Никольский ячĕллĕ Шупашкарти педагогика колледжĕнче кĕтеççĕ. Çавăн пекех, ялсенче, районта ятарлă вырăнсенче те çырма май пур.

Диктант текстне Чăваш наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче итлесе хăйсем  пурăнакан вырăнта та çырма пултараççĕ.

Диктант çырас умĕн орфографи тата пнктуаци правилисене аса илес текенсем валли консультаци ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 15 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М.Грький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 313 аудитори) ирттереççĕ.

Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студенсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.