"Ěҫ ҫынна илем кӳрет" уяв

Ĕç çыннин çулталăкĕ 

Чăваш ҫěршывěнче.

Чăваш ҫыннин ěҫченлěхě

Тивěҫ хисепе.

Ака уйăхěн 26-мěшěнче Ҫěнě Шупашкарти 12-мěш вăтам шкулта «Ěҫ ҫынна илем кӳрет» уяв иртрě.  Ку уява «Ěҫ ҫыннин ҫулталăкне» халалланă. Уявра тĕрлĕ класс ачисем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç: вăтам классенче вěренекен хěр ачасемпе арҫын ачасем чăваш ташшине маттур ташларĕç, ěҫ юррисене юрларěҫ, сăвăсем вуларěҫ. Ҫак уява Шупашкарти «Пилеш» ачасен фольклор ушкăнěн ертӳҫи Смирнова Таисия Николаевна та хутшăнчě. Таисия Николаевна хăйěн ҫепěҫ сассипе чăваш халăх юррисене юрласа савăнтарчě. Çак кун ачасемшĕн те, ҫитěннисемшěн те чăн-чăн уяв пулчĕ.