«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017»

2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13.00 сехетре Чăваш Енре Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртет. Акцие йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ иснтитучĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш наци конгресĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумм-хисепнеÿстересси.

Задачисем:

- чăвшла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

- чăвшла пĕлекен кашни çынна хă тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителÿклĕ майсем туса парасси.

Пĕтĕм чăваш диктантне икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать: хăнăхă мелпе тата радио итлесе.

Традици  мелĕпе çырма кăмăл тăвакансене Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Н.В.Никольский ячĕллĕ Шупашкарти педагогика колледжĕнче  12 сехет те 50 минут тĕлне кĕтеççĕ. Диктант текстне Чăваш наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче итлесе хăйсем  пурăнакан вырăнта та çырма пултараççĕ.

Диктант çырас умĕн орфографи тата пнктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тĕрĕс çырма вĕренер» заняти  Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М.Грький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче 13.00 сехетре (303 аудитори), уйăхĕн 20-мĕшĕнче 13-сехетре (303аудитори) ирттереççĕ.

 «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акцие Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студенсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын хутшăнасса кĕтетпĕр.