Символы

Раççейре тĕрлĕ район-хула символĕсене 1-мĕш Петĕр патша вăхăтĕнчех йышăннă. Анчах та вăхăт иртнĕ май ятарлă паллăсем манăçа тухма пуçланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче Борис Ельцин президент хушăвĕпе çĕр шывра çĕнĕрен геральдика канашне йĕркеленĕ. Регионсем патшалăх çирĕплетнĕ çĕнĕрен геральдика канашне йĕркеленĕ. Регионсем патшалăх çирĕплетнĕ çĕнĕ ялавсемпе гербсем йышăнма пуçланă.

2017 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин патшалăх паллисене йышăннăранпа 25 çул çитрĕ. Классенче тăван патшалăх символĕсене хисеплеме, вăл Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çыннăн патриотла тивĕçĕ пулнине ăнлантарас тĕллевпе «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем» уроксем иртрĕç. Чи малтанах ачасене «Чăваш Республики» темăпа хатĕрленĕ видеороликсемпе  тĕрлĕ  презентацисемпе паллаштартăмăр.